
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Россия-Культура» канала яма ан манӑр. 12 сехет те 20 минутра пуҫланакан «Неизведанные маршруты России» кӑларӑма пӑхмалла.
Унта ертӳҫӗ Чӑваш Енпе паллаштарӗ, чей ӗҫмелли йӑла-йӗркене кӑтартӗ, Хӗл мучипе тӗл пулӗ, тракторпа ярӑнӗ. Ҫавӑн пекех хӑйне евӗр процедурӑсем кӗтеҫҫӗ ӑна: йӗппе тирсе сипленни, вакра шыва кӗни…
Чи вӑрттӑнни вара – халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ кӗпере кӑтартни.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Клавдия Ижетникова раштавӑн 29-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара кӑна мар, Хӗл мучипе Юр пике те ҫитнӗ.
Унӑн ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тапхӑрне лекнӗ. Клавдия Гавриловна вулама юратнӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Курссене пӗтерсен вӑл кӗҫӗн классене вӗрентме тытӑннӑ. 1942 ҫулта вара хӑйӗн ирӗкӗпе вӑрҫа кайнӑ, стрелоксен дивизийӗн автомат ротине лекнӗ. Амансан киле кӑкӑрӗ тӗлӗнче виҫӗ ванчӑкпа таврӑннӑ.
Халӗ Клавдия Гаариловнӑн 7 мӑнук, 11 кӗҫӗн мӑнук пур.

Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Хальхинче ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявне халалласа капӑрлатӗҫ.
Троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ. Рейс 9 сехет те 6 минутра ҫула тухӗ те ӗҫе 16 сехет те 57 минутра вӗҫлӗ. Кӑнтӑрлахи апатра тӑхтав пулӗ. Салона гирляндӑсемпе, ытти япалапа капӑрлатӗҫ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра ӑна «001Р» паллӑпа уйӑрса илме пулать.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче вара хулара «Хӗл мучи» операци» акци иртӗ. Ун чухне хула ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлӗҫ, парнесем – канфетсем - парӗҫ.

Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.
Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.

Иртнӗ эрнекун Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи скверта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пулнӑ. Унта Хӗл мучипе Юр пике килсе ҫынсене савӑнтарнӑ. Ачасем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлнӗ, ташӑ батлне хутшӑннӑ. Спорт конкурсӗсем те иртнӗ.
Ҫитес уяв ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пулӗ. Хальхинче - Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт патӗнче. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта та Хӗл мучипе Юр пике килӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ.
Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091.
Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ.

Ҫӗнӗ ҫулта ачасем кӑна мар, ваттисем те асамлӑх кӗтеҫҫӗ. ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене уяв хаваслӑхӗ парнелес тесе акци пуҫарнӑ.
Улатӑрти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Хӗл мучипе Юр пикерен парнесене тивӗҫеҫҫӗ. Ӗнер асамҫӑсем Улатӑрти Агния Васильевна патне ҫитнӗ. Кинемей Хӗл мучипе Юр пике килнӗшӗн питӗ савӑннӑ.
«Кун пек парне кӗтменччӗ. Хама ача пекех туятӑп. Саламланӑшӑн тата канфетсемшӗн пысӑк тав!» - тенӗ Агния Васильевна.

Шупашкарта пурӑнакан Алексей Потапов 8 ҫул ӗнтӗ ҫынсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн хаваслӑ кӑмӑл парнелет. Вӑл кӑҫал та Хӗл Мучи пек тӑхӑнса таксипе ӗҫлеме тухнӑ.
Алексей Потапов унччен хуралҫӑра тӑрӑшнӑ. Халӗ хӑйӗн машинипе такси пек ҫӳрет. Машинине тултан та, шалтан та илемлетнӗ вӑл. Кун валли 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫынсене савӑнтарас тесе укҫине хӗрхенмест. Вӑл Хӗл мучи пек ҫӳренӗшӗн арӑмӗ кӑмӑлсӑрланмасть, хӗрӗ те хӗпӗртет.
Ҫак таксие лексен сӑвӑ каласа памалла кӑна - вара пылак парнене тивӗҫме пулать.

Мускавра Хӗл Мучисен слечӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри асамҫӑ та хутшӑннӑ.
«Раштава – ҫулҫӳрев» фестивале тӗрлӗ ргионти 14 Хӗл Мучи хутшӑннӑ. Кӑрлачӑн 5-7-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑх ҫӳренӗ, паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ, Ҫӗнӗ ҫулти йӑла-йӗрке пирки каласа кӑтартнӑ, Мускав ҫыннисемпе, туристсемпе сӑн ӳкерӗннӗ, ачасене парнесем панӑ.
Пирӗн Хӗл Мучи слетра рекордсмен пулса тӑнӑ. Ҫакна Пӗтӗм тӗнчери «Интеррекорд» рекордсен регистрацийӗ паллӑ туса хунӑ.

Шупашкарти ҫулсем ҫинче Хӗл Мучие тӗл пулма пулать. Вӑл водительсене хӑйӗн патакӗпе чарать те ҫул-йӗр правилисене пӑснипе пӑсманни пирки кӑсӑкланать. Ҫапла, ку Хӗл Мучи – полицейски.
Ҫак Хӗл Мучи ҫунапа мар, машинӑпа ҫӳрет. Руль умӗнче те хӑйех. Вӑл водительсене ҫул-йӗр правилисене аса илтерет, хулленрех ҫӳремелли пирки асӑрхаттарать.
Машинӑра ача пур тӑк Хӗл Мучи ӑна парне парать. Паллах, куншӑн шӑпӑрлан сӑвӑ каласа савӑнтарать.
